2021 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикинче «Атăл – халăхсем, чĕлхесем, литературăсем пĕрлешнĕ вырăн» методика сессийĕ ӗҫлеме пуҫларӗ. Сессие Пĕтĕм Раççейри вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн пайташӗсем, Мускав аслӑ вӗренӳ заведенийӗн профессорӗсемпе доценчӗсем, Чӑваш Республикин шкулӗсенче тӑван (чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе) чӗлхе вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Доклад тӑвакансем нумай чӗлхелӗх талккӑшӗнче тӑван чӗлхесене шкулта вӗрентессин нормативлӑ докуменчӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ, тӑван чӗлхесене вӗрентме уйрӑмах усӑллӑ технологисемпе тата меслетсемпе паллаштарчӗҫ. Пирӗн шкул вӗрентекенӗ И. А. Диарова палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек сессисем чӗлхене вӗрентекенсене кирлех.