г. Чебоксары, пр. Мира 16
МБОУ «СОШ №33» г. Чебоксары
г. Чебоксары
пр. Мира д.16
7:50 - 17:00
Понедельник - пятница
Версия для слабовидящих

2021 çулхи юпан 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн ӗҫне Чăваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Пухура конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак пачĕç, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртрĕç. Пирĕн шкултан аслӑ пухӑва  чăваш чĕлхипе литератури вӗрентекен И. А. Диарова хутшӑнчĕ. Ирина Алексеевна палӑртнӑ тӑрӑх, пуху тухӑçлӑ иртнӗ, чӑвашлӑхпа çыхӑннӑ ыйтусене туллин те ӑнланмалла татса панӑ. Чӑваш наци конгресӗ малалла та хастар ĕçлессе шанатпăр.