г. Чебоксары, пр. Мира 16
МБОУ «СОШ №33» г. Чебоксары
г. Чебоксары
пр. Мира д.16
7:50 - 17:00
Понедельник - пятница
Версия для слабовидящих

2022 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине тата тăван ен культури вĕрентекенсем хушшинче регионсен «Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем» интернет олимпиада иртрĕ. Унта заявка панă 150 çынран тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕтĕмпе 109 учитель кăна хутшăнчĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн  чăваш чĕлхипе литература кафедри ертсе пычĕ.

Учительсем 20 ыйтăва хуравларĕç. Вĕсенчен 3-шĕ çĕнетнĕ ФГОСпа çыхăннисем пулчĕç, ыттисем – чĕлхепе тата литературăпа.Пирен шкул вĕрентекенĕ Ирина Алексеевна Диарова олимпиадăна хутшăнса призер пулчĕ. Ăшшăн саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр!