г. Чебоксары, пр. Мира 16
МБОУ «СОШ №33» г. Чебоксары
г. Чебоксары
пр. Мира д.16
7:50 - 17:00
Понедельник - пятница
Версия для слабовидящих

Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Опытный поселокӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенсен тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учреждени ертӳҫисен «Пӗрлӗхре — вӑй» регионсен форумӗ иртрӗ. Мана  та ку меропрятире хутшӑнма тӳр килчӗ. Мӗн кӑна тумаҫҫӗ пулӗ чӑваш чӗлхине вӗрентекенсем: тӗрлеҫҫӗ, яваҫҫӗ,
касаҫҫӗ, ӗнтеҫҫӗ, йӑвалаҫҫӗ….

Чи хӗрӳллӗ самант вӑл — Чӑваш республикин ертӳҫипе Николаев О. А. тӗл пулса калаҫни пулчӗ. Иккен, Олег Алексеевича та шкулсенче сехетсен шучӗ чакса пыни пӑшӑрхантарать. Кун ҫинчен вӑл пуҫтарӑннӑ вӗрентекенсене пӗлтерчӗ, лару-тӑрӑва тӗплӗнрех тӗпчеме вӗренӳ министерствине хушрӗ. Ҫитес вӑхӑтра министерствӑпа вӗренӳ институчӗ мониторинг ирттермелле.

Вӗсем республикӑри шкулсенче чӑваш чӗлхи предметне миҫе сехет уйӑрнине
тӗпчесе республика ертӳҫине пӗлтерӗҫ.