г. Чебоксары, пр. Мира 16
МБОУ «СОШ №33» г. Чебоксары
г. Чебоксары
пр. Мира д.16
7:50 - 17:00
Понедельник - пятница
Версия для слабовидящих

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе кăсăклантарас, ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе интернет олимпиада ирттерчĕ. Регионсен интернет олимпиадине Чăваш Республикин тата республика тулашĕнче ĕçлекен вĕренÿ организацийĕсен 5–11 класĕсенче вĕренекен çич çĕре яхăн ача хутшăнчĕ, çав шутра – республика тулашĕнчен – 38 ача. Пирĕн шкул вĕренекенĕ  Федоров Александр — призерсен йышĕнче! Кун пек сумлă  олимпиадăра çĕнтерни пирĕншĕн чăнах та пысăк савăнăç — тесе палăртрĕ унăн ертÿçи И. А. Диарова. Сашăпа унăн вĕрентекенне чунтан саламлатпăр, малашне те пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр!