г. Чебоксары, пр. Мира 16
МБОУ «СОШ №33» г. Чебоксары
г. Чебоксары
пр. Мира д.16
7:50 - 17:00
Понедельник - пятница
Версия для слабовидящих

Вĕрентекенсен кулленхи ĕçне çăмăллатма çителĕклĕ чухлĕ чăвашла уяв сценарийӗ пуçтарас, тăван чĕлхене, литературине тата культурине аталантарас енпе творчествӑллӑ ӗҫлекен педагогсене тупса палăртас, вӗсен паха опытне сарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» республика конкурсне ирттерчĕ. Пирĕн шкул вĕрентекенĕ И.А. Диарова асăннă конкурса хутшăнса призер пулса тăчĕ. Эпир Ирина Алексеевнăна çĕнтерупе саламлатпăр, малашнехи ĕçре татах та çитĕнÿсем сунатпăр!

Информацие хатĕрлекенĕ Семенова Ю.П.