Чӑваш чӗлхи эрнинче кашни вӗренекен тӗрлӗ конкурса, викторинӑна хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма, пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарать. Ӗҫсене вара тӗрлӗ ӱсӗмри ачасем валли хатӗрленӗ.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 5-7-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Чăваш сăмахлăхĕн тĕнчинче» ҫулҫӳрев -конкурс иртрӗ. ачасене çак ҫулҫӳревре «Сăмах купи», «Тупмалли юмахсем», «Чăваш çĕрĕ»., «Куçаруçăсем» станцисем тăрăх илсе çÿрерĕç. Уйрăмах вӗренекенсене««Тупмалли юмахсем»» станци килӗҫрӗ. Ачасем пӗр-пӗрне ыйтусем пама пултарчӗҫ, диалог йӗркелерӗҫ, чăваш картти турĕç, ҫӗнӗ сăмахсемпе усă курса ҫыхăуллă пуплеве аталантарчӗҫ.
Информацие хатĕрлекенĕ И.В.Сявась