г. Чебоксары, пр. Мира 16
МБОУ «СОШ №33» г. Чебоксары
г. Чебоксары
пр. Мира д.16
7:50 - 17:00
Понедельник - пятница
Версия для слабовидящих

Çĕнĕ вĕренÿ çÿлĕ тĕлне 1–4 — мĕш классем валли çĕнĕ «Чăваш чĕлхи» вĕренÿ кĕнеки кун çути курмалла. Ăна  тăван чăваш чĕлхине хула шкулĕсенче суйласа илнĕ ачасем валли хатĕрленĕ. Çĕнĕ кĕнеке пирки утă уйăхĕн 27- мĕшĕнче унăн авторĕсемпе пĕрле хăйсен шухăшĕсене  Чаваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин ĕçлевçисем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕ тата ачасем каларĕç. Вĕсем кĕнеке питĕ кăмăллă пулса тухнине палăртрĕç. «Унти комикс евĕрлĕ хитре ÿкерчĕксем, интереслĕ диалогсем, темăсене епле пайласа йĕркелени ачасемшĕн чăваш чĕлхине вĕренме илĕртÿллĕ», – тесе палăртрĕç хаклава пухăннисем. «Чăваш чĕлхи» кĕнекепе ачасем чăвашла хавхаланса вĕренессе шанатпăр», – терĕç Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин минитстрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин тата  Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев. Ку хăтлавра пирĕн шкул вĕрентекенĕ Ирина Алексеевна Диарова та пулчĕ. Унпа пĕрлех пирĕн шкулти  Александровсен çемйи те хутшăнчĕ ку çавра сĕтеле. Ирина Алексеевна ку кĕнеке мĕнпе кăсăклине Наци телевиденийĕнпе каласа кăтартрĕ.

Информацие хатĕрлекенĕ чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И. А. Диарова