г. Чебоксары, пр. Мира 16
МБОУ «СОШ №33» г. Чебоксары
г. Чебоксары
пр. Мира д.16
7:50 - 17:00
Понедельник - пятница
Версия для слабовидящих

Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче 33-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературин эрни уçăлчĕ. Çурхи чĕрĕлÿпе пĕрле килекен ку уяв чăвашсене çутта кăларнă сумлă педагогăн И.Я.Яковлев ячĕпе тачă çыхăнса тăрать.

Паян 6«а» класра вĕренекенсем И.Я.Яковлев пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, презентацисем пăхрĕç, калавĕсене вуларĕç. Асли те кĕçĕнни те Яковлев кĕнекисене вулама юратать. Вăл çырнă илемлĕ хайлавсене вуласа ачасем мĕн пĕчĕкрен ашшĕ-амăшне, пĕр-пĕрне хисеплеме, ватлăха уяма, лайăхрах пăхма, тимлĕх уйăрма, çынра тĕрĕслĕхе аталантарма вĕренеççĕ.

Информацие хатĕрлекенĕ И.В.Сявась