Вĕрентекен ĕҫĕ тивĕҫлипех чи пархатарли шутланать, вăл пултарулăхпа тачă ҫыхӑнса тӑрать. Пӗлӳ хуть хӑш саманара та ӑнӑҫулӑх никӗсӗ пулса тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл ҫынна пурнӑҫри улшӑнусене шута илсе ӑнӑҫуллӑ тата ҫаврӑнӑҫуллӑ пулма пулӑшать. Кӑҫал Вӗрентекенсен кунне халалланӑ пысӑк уяв Ульянов ячӗллӗ университетӑн культура керменӗнче иртрӗ. Савӑнӑҫлӑ уява пирӗн шкул вӗрентекенӗ И.А. Диарова хутшӑнма тивӗҫлӗ пулчӗ. Вӑл Республика пуҫлӑхне, Олег Алексеевич Николаева, ҫӗнӗ чӑваш чӗлхи кӗнеки ӑнаҫлӑ пулса тухнипе тав турӗ. Вӗреневе йыхравласа пӗрле юрлаттарчӗ. Ачасене мĕн пĕчĕкрен тӳрĕ ҫул ҫине тăма, хăйсене кирлĕ пек професси суйласа илме, тарăн пĕлӳ парас тесе тăрăшнишӗн республика Пуҫлăхĕ вӗрентекене уйрăм тав сăмахĕсем каланă.