Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Шупашкар хулинче «Чӑваш ачи» ӑмӑрту иртрӗ. Хулан 10 шкулӗнчен 5-6-мӗш классенче вӗренекенсем тӗрлӗ ӗҫ турӗҫ: паллаштарчӗҫ, викторина ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ, ал ӗҫ тунипе савӑнтарчӗҫ, панӑ темӑпа хатӗрленмесӗр тухса калаҫрӗҫ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Пирĕн шкулти 6 А класра вĕренекен Сисьмеков Алексей çак ăмăртура хăйне пур енлĕн кăтартма пултарчĕ, «Сăпайлă ача « номинацин çĕнтерӳçи пулчĕ. Эпир Алексее тата унăн ертӳçине И.А. Диаровăна ăшшăн саламлатпăр! Малашне те ăнăçусем сунатпăр!